Музыка чунӑн этика енӗсене паллӑ витӗм кӳме пултарать, музыка ҫавӑн пек уйрӑмлӑхсем пур пулсан, ӑна ҫамрӑксене воспитани памалли предметсен шутне кӗртмелле.
Ачасем ҫак тӗлӗнмелле тӗнчене хаваслансах чӑмнă. Музыка пирӗн таврара, пур ҫӗрте те иккен - кайӑк юрринче те, йывӑҫсем чӑштӑртатнинче те, е пирӗн кумирсем туса кăларнинче те. Ачасем музыка инструменчӗсемпе паллашнă, "Кӗвве чухласа ил" вăйă вылянă, арҫын ачасемпе хӗрачасем хушшинче "Ташӑ батлĕ" ирттернĕ. "Музыка инструменчӗсен магазинӗлле" вылянă. Кунӗ чӑнахах та питӗ савӑнӑҫлӑ, пуринчен ытла музыкӑллӑ иртнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.