

Районти ача-пӑча библиотекин картишӗнчи "Библиотека картишӗ" площадкинче таврапĕлÿ ыйтăвне халалланӑ. Пишпÿлекри тӗп библиотекӑри чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторĕн библиотекарĕ Наталья Тарасова "Виҫӗ спас - виҫӗ запас" таврапĕлÿ сехечӗ ирттернӗ, унта вӑл чӑваш юмахӗсен тӗрлӗ тӗсӗсем ҫинчен, августри православи уявӗсем ҫинчен: Пыл, Панулми тата Мӑйӑр (ҫӑкӑр) спасĕсем ҫинчен каласа панă. Ачасем ача-пӑча кӗнекисене-билингвӑсене (икӗ чӗлхепе ҫырнӑ кӗнекесене), чӑваш пуканисене, тумӗсене, эрешӗсене кӑсӑкланса пӑхнă.
Библиотекарь пирӗн сӗтел ҫине çитиччен Ҫӑкӑр мӗнле вӑрӑм та кӑткӑс ҫул иртни ҫинчен каласа панă . Ӗлӗк тулӑ пӗрчинчен ҫӑнӑх мĕнле тунине, ачасем хăйсен куçĕпе курнă, хӑйсем те ҫак илӗртӳллӗ процесра хутшăннă. Библиотекӑна килсе курнин чи кӑсӑклӑ енĕ: хӗрачасем чӑваш кӗписене, эрешӗсене тӑхӑнса, фольклор экспоначӗсен фонӗнче сăн ӳкни пулнă.
#ДвороваяПлощадка2022
#ДетскийОтдых
#РайоннаяДетскаяБиблиотека
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.