Çутă çул
+15 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
18 Августӑн 2022, 08:53

Пĕчĕк тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ

Пишпÿлекри Евгений Андреев — ҫитӗнекен ӑрушӑн тивӗҫлӗ тӗслӗх. .

Пĕчĕк тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ
Пĕчĕк тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ

Пишпÿлекри Евгений Андреев — ҫитӗнекен ӑрушӑн тивӗҫлӗ тӗслӗх.

Нумайӑшӗшӗн шӑпах ҫар чӑн-чӑн арҫын туса хуракан пурнӑҫӑн кирлӗ шкулӗ пулса тӑрать.

Пишпÿлекри Евгений Андреев сроклă ҫар службине тивӗҫлипе пурнӑҫласа службӑна контрактпа малалла тӑснӑ, Украина территорийӗнче спецоперацинче çĕршыв чиккисене хӳтӗленӗ.

Военкомат повесткине ăна 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, вӑл Белебей хулин гуманитарипе техника колледжӗнче тин вӗренсе пӗтерсен панă.

Ҫарти служба — кашни арҫын биографийӗнче кирлӗ тапхӑр, унта патриотизмран, дисциплинӑран тата яваплăхран хаклӑрах пахалӑхсем ҫук. Шӑпах вӗсем Евгение ҫарти пирвайхи йывӑрлӑхсемпе тӗрӗслевсене ҫӗнтерме пулӑшнă. Салтак ӑсталӑхне, пултарулӑхне вӑл полигонра та, вӗренӳ класӗнче те тӑрӑшса ӗҫленинче те туптанă. Малтанхи ҫур çул Евгений Совет Союзӗн Геройӗ В.И. Казаков ячӗллӗ 106 вӗренӳ центрӗнче Оренбург хулинче службӑра тӑнӑ. Призывник чаплӑ лару-тӑрура присяга панӑ. Унтан ӑна Санкт-Петербург хулин çар пайне куҫарнӑ, салтак механик-водитель вырӑнӗнче пиллӗкмӗш зениткăпа-ракета бригадинче служба иртнĕ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ҫынсемпе пӗрле вӑл кунӗ-кунӗпе çар, строевой тата физкультурӑпа хатӗрленнӗ. Автоматран пенӗ, кроссем чупнӑ, вӗреннӗ, тӗрлӗ нормативсене пурнӑҫланӑ, устав вӗреннӗ. Малтанах ÿт-пÿ хатӗрленĕвĕ чылай пулни, кун йӗркипе пурăнни нăкă ывӑнтарнă, анчах майӗпен зарядка, ирех тăрасси, режимпа пурăнасси йӑлана кӗнӗ.

Салтаксен кулленхи йӗркипе сроклă службăн ҫулталӑкӗ сисӗнмесӗрех иртнӗ. Евгений, ҫар пурнӑҫне хутшӑннӑскер тата хăнăхса çитнĕскер, контракт службине юлма шутланă. Служба хӑй черечӗпе пынӑ, 2022 ҫулхи февральте унӑн командине Украинӑпа чикӗ хӗррине янӑ. Спецопераци пуҫланнӑранпа вӑл нумайне курнӑ: пенине, пӗрле служит тунисем вилнине. Хӑюлӑх кӑтартса, Евгений ҫак ҫӑмӑл мар ҫула тивӗҫлипе утса тухнă. Ҫак вӑхӑта аса илсе, вӑл Раçсей салтакӗсем çинчен мӑнаçланса каласа парать, вӗсем, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр, Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлеҫҫӗ.

— Эпӗ ҫар пурнӑҫне хӑнӑхнӑ, пӗрле ӗҫлекенсемпе туслашрӑм. 2020 ҫулхи май уйӑхӗнче контракт ҫине алӑ пусрӑм. Тӑвансем ырларĕç, чӑнах та, савнă хӗр кӑмӑлсӑрланчӗ, ҫапах та вӑл мана кӗтсе илчӗ, — йӑл кулать Евгений. — Спецопераци пуҫлансан, тӗрӗс, малтанлӑха хӑрушӑ пулчӗ. Ҫак ҫула утса тухса, хамӑр ҫӗршыв чӑнах та вӑйлӑ иккенне, пӗр ҫӗре пӗтӗҫсен ҫеҫ эпир пур инкек-синкеке те пӗрле ҫӗнтерме пултарнине ӑнланса илтӗм. Ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсемпе юнашар пулнӑшӑн эпӗ савӑнатӑп.

Евгение хӗрĕ виҫӗ ҫул кӗтнӗ. Киле таврӑнсан, ҫамрӑксем мӑшӑрланнӑ. Кӑштах кансан, Евгенипе мӑшӑрӗ Санкт-Петербургра тымар яма, ĕçлеме тата пурăнма шутлаççĕ.

Карина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Евгений Андреевăн архивĕнчен.

 

Пĕчĕк тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ
Пĕчĕк тӑван ҫӗршывӑн пысӑк патриочӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: