Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
12 Сентябрӗн 2022, 09:49

"Ачалăх навигаторĕсем" тӗрлӗ проекта тишкерме пулӑшӗҫ

 Пирӗн районтан 10 кандидат кадр резервне кӗнĕ.

"Ачалăх навигаторĕсем" тӗрлӗ проекта тишкерме пулӑшӗҫ
"Ачалăх навигаторĕсем" тӗрлӗ проекта тишкерме пулӑшӗҫ

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа районти 10 вӑтам шкулта ҫӗнӗ специалистсем — советниксем-директорӑн ача-пӑча пӗрлешӗвӗсемпе воспитани парас тата ӗҫлес енӗпе ӗҫлекен ҫӗнӗ специалисчӗсем хӑйсен ӗҫне пуҫӑннӑ. Вӗсене воспитани ӗҫӗнчи заместительсемпе пӑтраштарма кирлӗ мар — советниксен умне пачах урӑхла задачӑсем лартаҫҫӗ.
2022 ҫулхи май уйӑхӗнчех Пишпÿлек районӗнчи учительсем "РФ гражданӗсене патриотла воспитани парас" федераци проектне пурнӑҫлас тӗллевпе РФ Çутӗҫ министерствипе пӗтӗм Раҫҫейри "шкул ачисен юхӑмӗ" йӗркеленӗ "Ачалӑх навигаторӗ" конкурса хутшӑннӑ. Ҫапла вара пирӗн районтан 10 кандидат кадр резервне кӗнĕ. Халӗ советниксем пилӗкшер модульлĕ дистанци вӗрентӗвӗ иртнĕ, сертификатсем илнĕ те ҫывӑх вӑхӑтра хӑйсен ӗҫӗсене тума тытӑнӗҫ.
— Халӗ советниксене официаллӑ ӗҫе вырнаҫма хатӗрлеҫҫӗ. Пăслăкри вӑтам шкулта Ксения Петрова, Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулта Ирина Кутушева, Пишпÿлекри 2-мӗш вӑтам шкулта Айгуль Маликова, Пишпÿлекри 3-мӗш вӑтам шкулта Олеся Кудряшева, Кăрканти вӑтам шкулта Элиза Салихова, Кистенлĕри вăтам шкулта Татьяна Захарова, Хушăлкари вăтам шкулта Ильгам Газизов, Михайловăри вăтам шкулта Рамиль Минигулов, Сухоречкăри вăтам шкулта Светлана Закиева, Усак-Кичури вăтам шкулта Гузель Шигапова. Советниксем педагогика ӗҫӗпе параллельлӗ ӗҫлеме пултарӗҫ — шкулта хӑйсен предметне вӗрентӗҫ. "Ачалăх навигаторĕсем" — ачасене тӗрлӗ проектсене тишкерсе тухма пулӑшакан ҫынсем. Советник задачи — кашни ача валли хӑйне юрӑхлӑ япаласене суйласа илесси, унӑн пултарулӑхне уҫасси, кашни хӑйне майлӑ пултаруллине кӑтартасси, - каласа парать воспитани ӗҫӗпе ӗҫлекен директорӑн муниципалитет кураторӗ Алевтина Семенова.
Директорӑн воспитани ӗҫӗн заместителӗпе танлаштарсан, воспитани енӗпе ӗҫлекен советниксем отчет ӗҫӗпе аппаланмӗҫ, мониторингсем туса пымĕç, аналитика памӗҫ. Вӗсен тӗллевӗ - ачасемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрасси, вӗсен пултарулӑхне май килнӗ таран уҫса парасси тата майсене пурнӑҫа кӗртесси. Советниксем классикӑлла ӑнланупа уроксем ирттермӗҫ — ку вӑл калаҫусем, интерактивлӑ занятисем, тӗрлӗ мероприятисем. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ сотрудниксен компетенцине ашшӗ-амӑшӗпе тата педагогика коллективӗпе ӗҫлесси кӗрӗ.
Карина ИВАНОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Хушăлкари вăтам шкул.

 

"Ачалăх навигаторĕсем" тӗрлӗ проекта тишкерме пулӑшӗҫ
"Ачалăх навигаторĕсем" тӗрлӗ проекта тишкерме пулӑшӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: