Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
15 Сентябрӗн 2022, 21:42

Професси суйласа илесси - пурнӑҫри пысӑк ыйту

Юратнӑ ӗҫпе аппаланакан, профессие тӗрӗс суйласа илнӗ ҫын телейлӗ.

Професси суйласа илесси - пурнӑҫри пысӑк ыйту
Професси суйласа илесси - пурнӑҫри пысӑк ыйту

Сентябрӗн 13-мӗшĕпе 14-мӗшӗнче Ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн 10 "а" класра вӗренекенсем валли тата Пелепейри электрификаципе механизаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗн студенчӗсене "Пушкин картти" программа шайӗнче, "Иртнӗ вăхăт профессисем" темӑпа "Поле чудес" вӑйӑ ирттернĕ. Ачасем профессисен тӗнчин алӑкне уҫнă: вӗсем тӗрлӗ пулни ҫинчен пӗлнĕ, паянхи куна чи кирлӗ профессисем ҫинчен калаҫнă.
Професси суйласа илесси - пурнӑҫри пысӑк ыйту. Юратнӑ ӗҫпе аппаланакан, профессие тӗрӗс суйласа илнӗ ҫын телейлӗ. Ачасем хӑйсен планӗсене малашне кам пуласси ҫинчен каласа панă. Тӗлпулӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче ачасем юратнӑ "Поле чудес" вӑййа хаваслансах хутшӑннă, ҫав вӑйӑра вӗсен тӗрлӗ паллӑ мар профессисене тупмалла пулнă. Пурте ачасем ыйтнисене хирӗҫ ответлесе, вӑййа хутшӑнакансем пулса тӑнӑ туртан пуҫланнă. Ҫапла вылякансен виçĕ тройкине йӗркеленӗ. Унтан финалпа супервăйă пулса иртнӗ. Кашни хутшăнакан хавхалантаракан приз илнӗ. Ыйтусем кӑткӑс пулсан та, ачасем заданисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланă. Вӑйӑ вӑхӑтӗнче ачасем хӑйсен пӗлӗвне кӑтартнă, ҫӗнӗ профессисемпе паллашнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

 

Професси суйласа илесси - пурнӑҫри пысӑк ыйту
Професси суйласа илесси - пурнӑҫри пысӑк ыйту
Професси суйласа илесси - пурнӑҫри пысӑк ыйту
Професси суйласа илесси - пурнӑҫри пысӑк ыйту
Професси суйласа илесси - пурнӑҫри пысӑк ыйту
Професси суйласа илесси - пурнӑҫри пысӑк ыйту
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: