-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Вӗренӳ процесӗ пуҫлансан ачасене обществӑлла вырӑнсенче тата ҫуртра хӑрушлӑхсӑр тытмалли ансат правилӑсем ҫинчен аса илтермелле. Ҫак тӗллевпе Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн пӗрлешĕвĕсенче "Сирӗн пилӗк хӑрушсăрлӑх" профилактика калаҫӑвӗ ирттернĕ. Ачасем çул-йӗр, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене, терроризмпа травматизм профилактине тата вӗренӳ занятисенчи правилăсене аса илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.