Паян Пишпÿлекре Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене, уйрӑм мобилизаци шайӗнче ҫӗршывӑн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретне чӗнсе илнӗскерсене, ӑсатрӗҫ. Аса илтеретпӗр: Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Оборона министерствипе генеральнӑй штаб Раҫҫей Федерацийӗнче уйрӑм мобилизаци ирттересси ҫинчен калакан сӗнӗвӗпе килӗшнӗ.
Паян ҫар комиссариачӗ умне тӑванӗсем, тусӗсем, ӗҫтешӗсем пухӑннӑ, вӗсем хӑйсен ывӑлӗсене, упӑшкисене, пиччӗшӗсене ӑсатма килнӗ.
"Эпир хамӑр тӑвансене пулӑшма каятпӑр. Кайран хамӑрӑннисемпе пӗр строя тӑма хамӑрӑн ҫарти хӑнӑхусене аса илӗпӗр. Ҫӗнтерӳпе кӗтӗр пире", — терӗҫ Йăлпăлак каччисем Антонпа Петр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Галина ВАРИКОВА.