Тулта кӗркунне, эпир ӑна тӗрлӗ ят паратпӑр: сивӗ, ылтӑн, уҫӑ, ҫумӑрлӑ, хурлӑхлӑ, анчах, кирек мӗнле пулсан та, кӗр – ҫулталӑкӑн илемлӗ вӑхӑчӗ, тухăç пухмалли вӑхӑт, уй-хир ӗҫӗсене туса пӗтересси, ку -шкулта вӗренӳ пуҫламӑшӗ...
Октябрь варринче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта "Ылтӑн кӗркунне" уяв иртнӗ. Ҫак мероприятие 7-8-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннă.
Праҫник тӗллевӗ: кашни ачана ӗҫсӗр нимӗн те лекменнине ӑнланса илме парасси; садпа пахчари пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырла илемӗпе тӗрлӗ пахча ҫимӗҫе курасси; ҫак уяв тӗслӗхӗпе ҫитӗннисен ӗҫне хисеплеме вĕренесси.
Ҫакӑн пек праҫник Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта çултан ҫул темиҫе ҫул тăршшĕ иртет, шкул ачисен кашнинчех вӑл иртес умӗнхи яваплӑх та, пӑлхану та нумай.
Уяв вӑхӑтӗнче ачасем сӑвӑсем вуланă, такмаксем юрланă, ташланă, вылянă, юмах тупсӑмне тупнă. Вӗренекенсем кӗркунне тӗрлӗ шухӑш-кӑмӑл паракан юрӑсем хатӗрленӗ. Мероприяти тӑршшӗпех ачасен интерес пысӑк пулнӑ. Вӗренекенсене пурне те вӑйӑсемпе конкурссене явӑҫтарнӑ.
Уяв вĕçĕнче вĕренекенсем пурте грамотӑсемпе пылак призсем илнĕ. Праҫник каҫĕ дискотекӑпа вӗҫленнӗ.
Уява 8 "а" класра вӗренекен ачасем Н.Ф. Алексеева ертсе пынипе йӗркеленĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.