Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
21 Октябрӗн 2022, 20:16

Пишпÿлекре КВН вӑййисем иртнĕ

Ку пӗтӗм республикӑри конкурсӑн зона тапхӑрӗ, ҫавӑнпа вӑййа Пушкӑртстанри тӗрлӗ районсенчи ачасем килнĕ.

Пишпÿлекре КВН вӑййисем иртнĕ
Пишпÿлекре КВН вӑййисем иртнĕ

Пишпÿлекре "Хӑрушлӑхсӑр ачалăх çулĕ" КВН вӑййисем иртнĕ. Ку пӗтӗм республикӑри конкурсӑн зона тапхӑрӗ, ҫавӑнпа вӑййа Пушкӑртстанри тӗрлӗ районсенчи ачасем килнĕ. Район администрацийӗнчи ӗҫсен управляющийӗ Алексей Макаров мероприятие уҫнӑ, хутшӑнакансене ҫитӗнӳсем суннӑ тата кашни команда хӑйӗн лайӑх енӗсене палӑртасса шаннӑ. Ҫапла пулса тухнă та. Ачасем залра куракансене хастарлăх, тавҫӑрулӑх, кулӑш кӑтартнă. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна Пишпÿлек районӗн команди йышӑннă, иккӗмӗшне – Октябрьскинчи, виҫҫӗмӗшне Шаран районӗнчи ачасем илнĕ. Унсӑр пуҫне вӑййа Бакалă, Туймазă тата Чекмагуш районӗсен командисем хутшӑннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекре КВН вӑййисем иртнĕ
Пишпÿлекре КВН вӑййисем иртнĕ
Пишпÿлекре КВН вӑййисем иртнĕ
Пишпÿлекре КВН вӑййисем иртнĕ
Пишпÿлекре КВН вӑййисем иртнĕ
Пишпÿлекре КВН вӑййисем иртнĕ
Пишпÿлекре КВН вӑййисем иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: