Ялти ӗҫ мӗн иккенне Антон ачаранпах пӗлет. Ашшӗ-амӑшӗн яланах пысӑк хуҫалӑх тытнӑ. Хуҫалӑхра час-часах пулӑшма тивнипе унӑн пӗлӗвӗ те, пултарулӑхӗ те, кӑмӑлӗ те пулнӑ. Техника патне ачаранпах туртӑнакан ял ачин пурнӑҫӗ ҫӗрпе, ял хуҫалӑхӗпе ҫирӗп ҫыхӑнса тӑнӑ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл механизатор профессине суйласа илнӗ те, нимӗншӗн те ÿкĕнмест.
Ҫӗнӗ коллектива киличчен Антон Белебейри ялхуҫалӑх колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ, ҫарта служит тунӑ, Ҫурҫӗрте ӗҫленӗ.
— Техника ман кӑмӑла каять, — тет ҫамрӑк. — Ҫавӑнпа пулас профессие те ялхуҫалӑхне механизацилес енӗпе специальность суйласа илтĕм. Ҫарта служит турӑм, хулара юлма май пурччӗ, анчах унта мана килӗшменнине ӑнлантӑм.
Хуҫалӑхра ҫамрӑк механизатор ҫур ҫул ӗҫлет. Ҫамрӑк механизаторӑн ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен, иртен пуҫласа каҫчен хӗрӳ вӑхӑт. Халӗ ҫамрӑк ҫын "Кировец" тракторпа сухалать. Канма вӑхӑт ҫук, сухаламалла. Ӗҫ калӑпӑшне пурнӑҫланӑ ӗнтӗ. Пурне те пӗлме ăнтăлакан 23 ҫулти ҫӗр ӗҫченне кирек мӗнле техника та — косилка, сеялка, культиватор — пӑхӑнса тӑрать. Антон хӑйӗн техникине тимлӗн сӑнать, ӑна чи яваплӑ самантра ан вантӑр тесе, ҫитес сезона хатӗрлет.
— Ӗҫе тытӑнатӑн пулсан, ӑна тӳрӗ кӑмӑлпа, пӗтӗм вӑйран тумалла. Эпӗ малта пырасшӑн мар, ахаль ҫеҫ ӗҫлетӗп. Ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта кирлӗ пулнӑ, теҫҫӗ. Ку ман ҫинчен, — тет Антон.
Тӗп ӗҫсӗр пуҫне Антон ашшӗ-амӑшӗсен ҫуртне туса ҫитерет. Строительство ӗҫӗсене вӑл, пысӑк та хӑтлӑ ҫурта хӑвӑртрах куҫас тесе, ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн пурнăçлать.
— Пурне те шанма пултаракан ҫынсенчен пӗри — Антон, — палӑртаҫҫӗ ҫамрӑк механизатор пирки пĕрле ĕçлекенĕсем. — Пур ӗҫе те яваплӑн пурнӑҫлать: ҫӗр сухалать-и, тырпул пухса кӗртет-и е курӑк ҫулать-и — пурне те чӗререн тӑвать. Яваплă ĕççи кунĕсенче Антон пеккисем ҫине эпир пысӑк шанчӑк хуратпӑр.
Карина ИВАНОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Карина ИВАНОВА.