Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çамрăк ăру
4 Ноябрӗн 2022, 07:20

Пишпÿлекре роботтехника ӑмӑртӑвӗ иртнӗ

Ӑмӑрту икӗ тапхӑрпа иртнĕ: пӗрремӗшĕ робота пухасси тата ӑна программӑласси, иккӗмӗшӗ - рингри ӑмӑрту.

Пишпÿлекре роботтехника ӑмӑртӑвӗ иртнӗПишпÿлекре роботтехника ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
Пишпÿлекре роботтехника ӑмӑртӑвӗ иртнӗ

Ача-пăча пултарулӑх центрӗнче "Кегельринг" роботтехникӑпа районти ӑмӑртусем иртнĕ. Унта пурӗ пилӗк команда хутшӑннӑ: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн, Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн, Ача-пăча пултарулӑх центрӗн, Хушăлкари вăтам шкулăн, Михайловкăри вăтам шкулăн. Ӑмӑрту икӗ тапхӑрпа иртнĕ: пӗрремӗшĕ робота пухасси тата ӑна программӑласси, иккӗмӗшӗ - рингри ӑмӑрту. Суйланӑ вырӑнсен шучӗпе 1-мĕш вырӑн - Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул (ертӳҫи Игорь Валерьевич), 2-мĕш вырӑн - Ача-пăча пултарулӑх центрӗ (ертӳҫи Игорь Валерьевич), 3-мĕш вырӑн - Хушăлкари вăтам шкул (ертӳҫи Андрей Анатольевич) пулса тăнă. Командӑсене хутшӑнакансем пурте ятлӑ сертификатсем, призерсем - грамотӑсем илнĕ. Шкулсене малалла вӗренме тата хутшӑнма сунатпăр !
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ача-пăча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекре роботтехника ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
Пишпÿлекре роботтехника ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
Пишпÿлекре роботтехника ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
Пишпÿлекре роботтехника ӑмӑртӑвӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас