Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
14 Ноябрӗн 2022, 20:25

Социаллӑ проект туни пирӗн пурнӑҫа кӗрет, кулленхи ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать

Экспертлӑ жюри йышӑннипе пӗрремӗш вырӑна Аитри шкул команди илнĕ.

Социаллӑ проект туни пирӗн пурнӑҫа кӗрет, кулленхи ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать
Социаллӑ проект туни пирӗн пурнӑҫа кӗрет, кулленхи ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать

Ҫамрӑксен "Ҫӗнӗ ӑру" вӗренӳ форумӗ районти аслӑ классенчи шкул ачисемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Социаллӑ проект туни пирӗн пурнӑҫа кӗрет, кулленхи ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать. Проектсене шкул сакки ҫинчен ҫырма вӗрентнӗ май эпир малашлӑха никӗс хыватпӑр, мӗншӗн тесен укҫа-тенкӗ нумай енӗсем тӗллевлӗ грант системи ҫине куҫаҫҫӗ.
Районти шкулсен проект ушкӑнӗсем Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта пухӑннă. Ачасене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов килнӗ. Форум çак шкулта вӗренекен Анастасия Михайлован музыка саламӗпе пуҫланнă.
Форум ӗҫӗ теорипе практика пайӗсенчен тӑнӑ. Теори пайĕ ПР Уфа хулинчи проект офисӗн ертӳҫи Эмилия Ибрагимова ачасемпе видеоҫыхӑну каналӗсем тӑрӑх хутшӑнса проектсене мӗнле тӗрӗс йӗркелемеллине каласа панинчен тăнă.
Практикӑра ачасем ушкӑнсене уйрăлнă та ҫамрӑксене патриот воспитанийĕ парас тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелес енӗпе хӑйсен проекчӗсене тума тытӑннă.
Кун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх кашни команда хӑйӗн проекчӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. Экспертлӑ жюри йышӑннипе пӗрремӗш вырӑна Аитри шкул команди илнĕ, иккĕмĕш вырăн Пăслăкри шкул ачисенче, виҫҫӗмӗш вырӑна Усак-Кичу ялӗнчи шкул ачисем йышӑннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Социаллӑ проект туни пирӗн пурнӑҫа кӗрет, кулленхи ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать
Социаллӑ проект туни пирӗн пурнӑҫа кӗрет, кулленхи ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать
Социаллӑ проект туни пирӗн пурнӑҫа кӗрет, кулленхи ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать
Социаллӑ проект туни пирӗн пурнӑҫа кӗрет, кулленхи ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать
Социаллӑ проект туни пирӗн пурнӑҫа кӗрет, кулленхи ӗҫ-хӗлӗн ҫул-йӗрӗ пулса тӑрать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: