

Тӗнчери толерантлӑх кунне ҫулсеренех ноябрӗн 16-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Халӗ пӗтӗм тӗнче тимлӗхӗн центрӗнче толерантлӑх ыйтӑвӗ. "Толерантлӑх" ӑнланӑва ачасем ҫеҫ мар, ҫитӗннисем те тӗрлӗрен йышӑнаҫҫӗ, ачасене сӑпайлӑх мӗн иккенне ӑнлантарни питӗ кирлӗ.
Пӗтӗм тӗнчери толерантлӑх кунĕ умӗн Т.В. Хасанова педагог-библиотекарь Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 6а класра "Эпир тӗрлӗрен, анчах эпир пӗрле" хутшӑну сехечӗ ирттернӗ. Ачасем "толерантлӑх" ӑнланӑвӗпе паллашнă ҫеҫ мар, сӑпайлӑ ҫын характерӗ мӗнле пулнине пӗлнĕ, толерантлӑх пахалӑхне палӑртакан сӑмахсем суйланă. Ачасем "Дима ҫинчен" мультфильма ҫав тери интересленсе пӑхнă тата сӳтсе явнă.
Заняти вĕçĕнче хамӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене упрамалла тата яланах "тепĕр çын пирĕн çине эпир хамăр ун çине мĕнле пăхатпăр çавăн пек пăхтăр" моралӗн ылтӑн правилине пӑхӑнмалла тесе пĕтĕмлетÿ тунӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.