Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
22 Ноябрӗн 2022, 14:16

Ача садӗнчи туслӑх уявӗ

Унта тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе паллаштарнă.

Ача садӗнчи туслӑх уявӗ
Ача садӗнчи туслӑх уявӗ

Пишпÿлекри «Улыбка» ача садӗнче шкулчченхи вӗренӳ педагогӗсем тата районти вӗренӳ организацийӗсен шкулчченхи ушкӑнӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫленипе районти методика пӗрлешӗвӗ иртнӗ.

Мероприяти теми — "Пушкӑртстан Республикин территорийӗнче пурӑнакан халӑхсен наци йӑли-йӗрки урлă шкулчченхи ÿсĕмри ачасене социализацилесси".

Ача сачӗн заведующийӗ Гульназ Муллаяновна Яхина пурне те пултарулӑхпа тухӑҫлӑ ӗҫ сунчӗ. Ача садӗнчи педагогсем шкула хатӗрленекен ушкӑнсен ачисемпе "Туслӑх уявӗ" мероприяти тӑратрĕç. Ачасем сӑвӑсем вуларĕç, тӑван чӗлхепе юрӑсем юрларĕç, халӑх вӑййисене вылярĕç, ташларĕç. Чӗннӗ хӑнасем — Йăлпăлакри "Çуркунне" ансамбле хутшăнакансем шкул ҫулне ҫитмен ачасене чӑвашсен авалхи юррисемпе паллаштарчӗҫ. Уявăн кульминацийĕ туслӑх вăйă унки пулса тăчĕ, уява хутшӑнакансем пурте унта пухӑннӑ.

Методика пӗрлешӗвӗн ӗҫне хутшăнакансене презентацисем, практикумсем, выставкӑсем сӗнчĕç. Ҫак ыйтупа улшӑну иртнӗ пекех педагогсем хӑйсен ӗҫӗнче мӗнле меслетсемпе усӑ курни ҫинчен каласа пачӗҫ. Педагогсем пурте хӑйсен тымарӗсене, хӑйсен халӑхӗн йӑли-йӗркине пӗлмесӗр ҫынна тулли воспитани пама май ҫуккипе килӗшрӗҫ. Халӑх творчестви вӑл — иртнӗ пурнӑҫран, хальхи урлӑ пуласлӑха куçарса пыраканни, таса та ӗмӗрхи ҫӑлкуҫ.

Музыка залӗнче педагогсемпе воспитанниксен пултарулӑх ӗҫӗсен куравӗсене йӗркеленӗччĕ. Ирттернӗ мероприятие районти методика пӗрлешӗвне хутшӑнакансем пурте лайӑх хак пачĕç. Районти методика пӗрлешӗвӗ ĕçне вĕçлес умӗн тепӗр "Педагогика гостинӑйне" ирттермелли темӑпа вăхăтне палӑртрӗҫ.

Ирина ЧЕРНОВА,

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн аслă воспитателĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Ирина ЧЕРНОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Ача садӗнчи туслӑх уявӗ
Ача садӗнчи туслӑх уявӗ
Ача садӗнчи туслӑх уявӗ
Ача садӗнчи туслӑх уявӗ
Ача садӗнчи туслӑх уявӗ
Ача садӗнчи туслӑх уявӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: