Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Кистенлĕри вăтам шкулта Профориентаци шӑматкунӗ иртнӗ, унӑн тӗллевӗ -профессие суйласси ҫине вӗренекенсен хӑй тӗллӗн ӑнлану чиккисене анлӑлатасси, профессисен тата вӗсен уйрӑмлӑхӗсен тӗнчи ҫинчен информаци илесси, вӗренекенсен професси хӑй тӗллӗн суйласа илме психологилле хатӗр пулассине йӗркелес ӗҫе активлатасси.
Класс сехечӗсем, класс ертÿçисем хатӗрленӗ калаҫусем интереслӗ иртнĕ, ачасем професси суйласа илмелли факторсем ҫинчен пӗлнĕ, типологипе тата профессисен тӗрлӗ характеристикисемпе паллашнă, ҫак темӑпа хӑш-пӗр канашсемпе сĕнÿсем илнĕ.
Шӑматкун ӑнӑҫлӑ иртнӗ, лайӑх кӑтартусем кӳнӗ, вӗренекенсене нумайӑшне професси тĕлĕшĕпе кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хуравсем тупма, профессисен тӗнчи ҫинчен, паянхи кун питех паллӑ мар ӗҫсем ҫинчен, нумай профессинче тытăнса тӑракан кӑткӑслӑхсем ҫинчен пӗлме пулӑшнă.
#профориентационнаясуббота
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.