Хушăлкари вăтам шкулта СПИДа хирĕç кӗрешмелли Пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ.
Педагог-библиотекарь А.А. Ефимова тата социаллӑ педагог И.Г. Степанова 9-мĕш класра вӑйӑ формипе мероприяти ирттернĕ.
Вӗренекенсем вирус пуҫланса кайнин историйӗ ҫинчен, ВИЧ сарăлакан ҫул ҫинчен, СПИД мӗнле иртни ҫинчен информацие итленĕ. Вӑйӑ пулӑшнипе ачасем йывӑр тата хӑрушӑ лару-тӑруран тухмалли май шырама вӗреннӗ.
Юлашкинчен ҫапла пĕтĕмлетÿ тунă: ВИЧ-инфекцине асӑрхаттарас тӗллевпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пымалла тата СПИДа сарасси социаллӑ хӑрушсӑрлӑх проблеми пулса тӑрать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.