Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
5 Декабрӗн 2022, 18:26

Паллӑ мар салтак кунне халалласа

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта мероприяти иртнĕ.

Паллӑ мар салтак кунне халалласа
Паллӑ мар салтак кунне халалласа

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 4б класра Елена Ивановна Андреева "Санӑн яту паллӑ мар, санӑн паттӑрлӑху вилӗмсӗр" темӑпа интереслӗ калаҫу ирттернӗ.
Уяв 2014 ҫулта пуçланса кайнă. Шӑпах çавăн чухне РФ Президенчӗн указӗпе Паллӑ мар салтакӑн паттӑрлӑхне халалланӑ кун йӗркеленӗ. Елена Ивановна ҫак асăну кунне асӑнмалӑх, вӑрҫӑра пуçне хунă совет тата Раççей воинӗсен хăюлăхӗпе вилӗмсӗр паттӑрлӑхне упрама чӗнни ҫинчен, вӗсен нумайĕшĕн ячӗсем паллӑ марри ҫинчен каласа панă. Ачасем вĕсене асра тытса пӗр минут чӗнмесӗр тӑнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Паллӑ мар салтак кунне халалласа
Паллӑ мар салтак кунне халалласа
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: