Уфари топливӑпа энергетика колледжӗн Баймакри филиалӗн 4-мӗш курс студентне Максим Скачкона Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинăн тав хучĕпе чысланӑ. "Башинформа" паллӑ пулнă тӑрӑх, обществӑн пӗлтерӗшлӗ мероприятийӗсене хатӗрлеме тата ирттерме хастар хутшӑннӑшӑн 19 ҫулти Максима пысӑк награда панӑ. Сӑмахран, ҫамрӑк ҫын волонтерта пӗрремӗш ҫул мар ĕçлет ӗнтӗ. COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче вӑл ватӑ ҫынсене эмелсемпе апат-ҫимӗҫ кӳрсе тӑма пулӑшнӑ.
Колледж администрацийӗнче "Башинформ" корреспондентне каласа панӑ тӑрӑх, Максим Скачко питӗ пуҫаруллӑ та принциплӑ студент, колледжра общество ӗҫӗпе ӑнӑҫлӑ ҫыхӑну тытать. 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл "Ырлӑх территорийӗ" Доброволецсен центрĕн тата Баймак районӗнчи "Covid-19" штабӗн волонтерӗ пулса тӑрать. Волонтер енӗпе ӗҫлекен юлташӗсемпе пӗрле вӗсем вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсене шефа илнӗ, пӗр-пӗччен пурăнакан ватӑ ҫынсене тимлесе пӑхаҫҫӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине, районти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ытти проектсене пропагандӑлас мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Баймакский вестник" хаҫатран.