Çутă çул
+15 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Çамрăк ăру
14 Декабрӗн 2022, 11:05

Ку Полина ҫӗнтерӗвӗсен пухмачĕнчи пӗтӗм тӗнчери шайри пӗрремӗш конкурс

Пирӗн конкурсанткӑна тата унӑн наука ертӳҫине Е.И. Калмыкована малашнехи ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем сунатпӑр.

Ку Полина ҫӗнтерӗвӗсен пухмачĕнчи пӗтӗм тӗнчери шайри пӗрремӗш конкурс
Ку Полина ҫӗнтерӗвӗсен пухмачĕнчи пӗтӗм тӗнчери шайри пӗрремӗш конкурс

Декабрӗн 9-мӗшӗнче Загир Исмагилов ячӗллӗ искусство институчӗн Уфари вӗренӳ театрӗнче "Аслӑ сӑмах" культурӑпа искусство енӗпе иртнĕ пӗтӗм тӗнчери конкурс-фестивалӗн 2-мӗш тапхăрĕ иртнӗ. Суйлав тапхӑрӗн результачӗсем тӑрӑх иккӗмӗш тура Демскинчи вăтам шкулти 8 класра вӗренекен Полина Калмыкована чӗннӗ. Унта вӑл Андрей Дементьевӑн паллӑ "Анне ҫинчен калакан балладине" хавхаланса вуласа панӑ та "Любительсем" категорири конкурсантсем хушшинче 1-мĕш вырӑн йышӑннӑ. Ку Полина ҫӗнтерӗвӗсен пухмачĕнчи пӗтӗм тӗнчери шайри пӗрремӗш конкурс.
Хутшӑнакансен тухса каланисене пурне те компетентлӑ жюри хакланӑ, вăл ПР халӑх тата тивӗҫлӗ артисчӗсенчен тăнă. Конкурса Пушкӑртстан Республикинчен, Якутирен, Казахстанран, Самар облаҫӗнчен тӗрлӗ ҫулсенчи тухса калаҫакансем хутшӑннă. Полина чи ҫамрӑк хутшăнакан пулнӑ.
Наградӑламалли церемоние каҫхине ҫак вырӑнтах ирттернĕ.
Унта хутшӑнакансем результатсем кӗтсе тӑнӑ вӑхӑтра вӗсене талантлӑ педагогсем ирттерекен мастер-класра вӗренме май панӑ.
Тухса калаҫнисем, мастер-класс, наградӑсем парасси ӑшӑ та туслӑ лару-тӑрура иртнĕ. Полина килне ырӑ кӑмӑл-туйӑмпа уҫӑмлӑ туйӑмсем ҫеҫ илсе килнӗ. Пирӗн конкурсанткӑна тата унӑн наука ертӳҫине Е.И. Калмыкована малашнехи ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем сунатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Демскинчи вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Ку Полина ҫӗнтерӗвӗсен пухмачĕнчи пӗтӗм тӗнчери шайри пӗрремӗш конкурс
Ку Полина ҫӗнтерӗвӗсен пухмачĕнчи пӗтӗм тӗнчери шайри пӗрремӗш конкурс
Ку Полина ҫӗнтерӗвӗсен пухмачĕнчи пӗтӗм тӗнчери шайри пӗрремӗш конкурс
Ку Полина ҫӗнтерӗвӗсен пухмачĕнчи пӗтӗм тӗнчери шайри пӗрремӗш конкурс
Ку Полина ҫӗнтерӗвӗсен пухмачĕнчи пӗтӗм тӗнчери шайри пӗрремӗш конкурс
Ку Полина ҫӗнтерӗвӗсен пухмачĕнчи пӗтӗм тӗнчери шайри пӗрремӗш конкурс
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: