-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 10-мӗш класра вӗренекенсем Пишпÿлек районӗнчи Раҫҫей ШӖМ пайӗнче пулнӑ, унта Д.И. Гильмутдинов полици сотрудникӗ ачасене Раҫҫей ШӖМĕн Уфари юридика институтне кӗмелли правилӑсем ҫинчен ӑнлантарса панӑ, полици ӗҫ специфики ҫинчен каласа панӑ. Калаҫу вӗҫӗнче вӗренекенсене отдел тӑрӑх экскурси ирттернĕ.
#бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.