Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çамрăк ăру
4 Кӑрлач 2023, 14:45

Ачасем Хĕл Мучине сăвăсем вуланӑ

Квест интереслӗ, тулли тата динамикӑллӑ иртнĕ.

Ачасем Хĕл Мучине  сăвăсем вуланӑАчасем Хĕл Мучине  сăвăсем вуланӑ
Ачасем Хĕл Мучине сăвăсем вуланӑ

Паян Ачасен пултарулӑх центрӗнче "Хӗллехи вӑйӑ" квест-вӑйӑ иртнӗ. Ертсе пыракан Ольга Геннадьевнапа хаваслӑ Снеговик ( Алена Владимировна педагог) ачасене флешмоба сатуррӑн та кӑмӑллӑн ирттерсе яма сӗннĕ.
Яга Карчăк (Татьяна Владимировна педагог) ачасене унӑн заданийӗсене пурнӑҫлама тата Хӗл Мучин тутлӑ парнисен миххине тупма сӗнет. Ырӑ сюрприз патне кайнӑ чухне ачасем тӗрлӗ заданисем пурнăçланă: спорт эстафети, ташӑ флешмобĕ, юр ҫинче ӳкерчӗксем ÿкернĕ, юлашкинчен - ребуссен тупсӑмĕсене ачасем тавҫӑрса илнĕ те пылак хутаҫа тупнă.
Ачасем Хĕл Мучине (Игорь Валерьевич педагог)сӑвăсем вуланӑ, тутлӑ призсем илнӗ.
Квест интереслӗ, тулли тата динамикӑллӑ иртнĕ. Пурне те савӑнӑҫлӑ та питӗ интереслӗ пулнă.
Сăнукерчĕкесем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ.

Ачасем Хĕл Мучине  сăвăсем вуланӑ
Ачасем Хĕл Мучине  сăвăсем вуланӑ
Ачасем Хĕл Мучине  сăвăсем вуланӑ
Ачасем Хĕл Мучине  сăвăсем вуланӑ
Ачасем Хĕл Мучине  сăвăсем вуланӑ
Ачасем Хĕл Мучине сăвăсем вуланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас