+28 °С
Пӗлӗтлӗ


"Атте, анне, эпĕ - спорт ҫемйи" ҫамрӑк ҫемьесен юратнӑ мероприятийӗ. Паян районти Культура керменӗ умӗнчи площадьре халӑх йышлӑ, шавлӑ пулнă. Ача-пӑчаллӑ ҫемьесемшӗн пӳремечсемпе, юр ҫинче хоккейла, ҫунашкасемпе эстафетӑ тата михӗсемпе чупмалли вăйăсем йӗркеленӗ. Ӑмӑрту пĕтĕмлетĕвĕсем тӑрӑх чи спорт ҫемйи Хушăлка ялӗнчи Новиковсен ҫемйи пулса тӑнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.