+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ăхпуçĕнчи библиотекӑна çÿрекен ҫамрӑк ҫынсем "Ҫӗнӗ ҫул елки айĕнчи сюрприз" вӑйӑ программине хастар хутшӑннӑ.
Ача-пӑча мӗнле вӑйӑсенче кӑна ӑмӑртман: елка тавра чупни, кроликпа туслашни, лотерея билечӗсем вылятни, тавҫӑрулӑхпа реакци хӑвӑртлӑхӗпе, пӗрлӗхпе тӗрлӗ конкурссенче хутшăнни. Пӗр-пӗрне пулӑшса, команда вӑййисене те вылянӑ.
Ачасем пурте парнене канцеляри хатӗрӗсем илнĕ.
Чи хастар ҫамрӑк вулакана Полина Павловӑна Тав ҫырӑвӗпе наградӑланӑ.
#Новогодниеканикулы
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ăхпуçĕнчи библиотекӑн социаллă сетьри страницинчен.