Хӗл вӑл — ҫулталӑкӑн уйрӑм вӑхӑчӗ, уҫӑ сывлӑшра вылямалли лайӑх сезон.
Хӗл ҫитнĕшĕн пуринчен ытларах ачасем савӑнаҫҫӗ. Ахальтен мар вӗт, шӑпах хӗллехи уҫӑ сывлӑшра вӑхӑта савӑнӑҫлӑ та усӑллӑ ирттерме май пур.
Йăлпăлакри "Теремок" ача сачӗн вӑйӑ площадкинче "Хӗллехи вӑйӑсем сывлăхшăн" спорт уявӗ иртрӗ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ — ачасемшӗн уявӑн эмоциллӗ атмосферине йӗркелесси.
Шкул ҫулне ҫитмен аслă ушкăнри ачасен командисем, пӗр-пӗрне пулӑшса, ҫӑмӑл та тавҫӑруллӑ заданисене пурнӑҫларĕç ("Пӑрсем урлӑ каҫасси", "Хоккеистсем", "Çӑматӑ пар"), тупмалли юмахсен тупсӑмсене тавҫӑрса илчĕç, хӑвӑртлӑхпа тимлӗхе тупӑшрĕç ("Кам хӑвӑртрах", "Хĕлле").
Эстафетӑна ирттернӗ чухне ăмăртуллă самант пулчĕ пулин те, савӑнӑҫлӑ та туслӑ атмосфера сисӗнчӗ. Уявра сÿрĕк кăмăллă сӑнавҫӑсем пулмарĕç. Ачасем пурте питӗ кӑмӑллӑ пулчӗҫ, юлашкинчен пурне те хавхалантаракан пылак приз кӗтрӗ.
Алена НИКИТИНА,
Йăлпăлакри "Теремок" ача сачӗн воспитателӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Алена НИКИТИНА.