Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
24 Кӑрлач 2023, 18:10

"Фольк-тайм" пӗлӳ программи иртнĕ

"Кӗвве чухла" вӑйӑра музыка произведенийӗсен каверне итленĕ, юрӑ е юрлаканӑн ятне пӗлнĕ.

"Фольк-тайм" пӗлӳ программи иртнĕ
"Фольк-тайм" пӗлӳ программи иртнĕ

Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕн студенчӗсем "Пушкин картти" программа шайӗнче Пишпÿлекри Культура керменӗнчи "Фольк-тайм" информаципе пӗлӳ программине хутшӑннӑ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче ертсе пыракансем халӑх музыки этем пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен тата халӑх музыкипе шав инструменчӗсем тӑвас истори ҫинчен каласа панă. Унтан ачасене кăтартассипе видео презентацийӗ урлӑ халӑх инструменчӗсемпе паллаштарнă. "Музыка инструменчӗсем" викторина вӑхӑтӗнче ачасем икӗ командӑна пайланнă та халӑх музыки ҫинчен кăсăк ыйтусем ҫине хуравланă. "Кӗвве чухла" вӑйӑра музыка произведенийӗсен каверне итленĕ, юрӑ е юрлаканӑн ятне пӗлнĕ. Кашни тӗрӗс хуравшӑн ачасем жетон илнӗ. Юлашкинчен ачасене музыка инструменчӗсемпе кӗвӗ ҫеммипе выляма сӗннĕ.
#Пушкинскаякарта
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменӗ социаллă сетьри страницинчен.

"Фольк-тайм" пӗлӳ программи иртнĕ
"Фольк-тайм" пӗлӳ программи иртнĕ
"Фольк-тайм" пӗлӳ программи иртнĕ
"Фольк-тайм" пӗлӳ программи иртнĕ
"Фольк-тайм" пӗлӳ программи иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: