Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çамрăк ăру
25 Кӑрлач 2023, 15:57

Студентсен кунне халалласа

Студентсемпе Татьянӑсен ячĕпе ӑшӑ саламсем, праҫник йĕркелÿçисенчен янӑранă.

Студентсен кунне халалласаСтудентсен кунне халалласа
Студентсен кунне халалласа

Пушкин картти шайӗнче Кистенлĕри Культура ҫуртӗнче "Студент çулĕсем - илемлӗ вӑхӑт" студентсен каҫӗ иртнӗ. Студентсемпе Татьянӑсен ячĕпе ӑшӑ саламсем, праҫник йĕркелÿçисенчен янӑранă. Ачасем уяв историйӗпе йӑли-йӗрки ҫинчен, ҫак кунхи халӑх паллисем ҫинчен пӗлнĕ. Хаваслӑ ӑмӑртусем, вӑйӑсем ирттернĕ. Тӗрлӗ конкурссемпе илӗртӳллӗ программа "Комплиментсем", "Чи лайӑх парне" малалла тӑсӑлнă. Студентсем хӑйсен пӗлӗвне, тавҫӑрулӑхне, эрудицине тата логикине кӑтартнӑ.
#Пушкинскаякарта
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социалла сетьри страницинчен.

Студентсен кунне халалласа
Студентсен кунне халалласа
Студентсен кунне халалласа
Студентсен кунне халалласа
Студентсен кунне халалласа
Автор:Марина Иванова
Читайте нас