Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
26 Кӑрлач 2023, 19:57

Çирĕклĕре студентсене саламланă

Каҫ савӑнӑҫлӑ та интереслӗ иртнӗ.

Çирĕклĕре студентсене саламланă
Çирĕклĕре студентсене саламланă

Çирĕклĕри ял клубӗнче "Татьянӑн вырӑс чунĕ" кану сехечӗ иртнӗ. Ҫак мероприяти геройӗсем студентсемпе пулас студентсем пулса тӑнă. Мероприяти пуҫланас умӗн ачасене Студентсемпе Татьянасен кунӗ ячӗпе саламланă, уяв йӑли-йӗркисем ҫинчен каласа панă. Ятсен энциклопедийӗпе тата интернет сетӗнчи материалсем пулӑшнипе ята панисене характеристика панӑ. Интереслӗ те кӑсӑк вӑйӑсем ирттернӗ, унта ҫамрӑксем хаваслансах хутшӑннӑ. Çакӑн пек конкурссем кулӑпа савӑнӑҫ кÿнĕ: "Саламлани", "Мана мӗнле чӗнеҫҫӗ?", "Пӑтрашу". Каҫ савӑнӑҫлӑ та интереслӗ иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

Çирĕклĕре студентсене саламланă
Çирĕклĕре студентсене саламланă
Çирĕклĕре студентсене саламланă
Çирĕклĕре студентсене саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: