Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
26 Кӑрлач 2023, 19:46

Вӗренӗр, анчах ӗҫ вырӑнӗ сире кӗтет!

Приоритетра - предприятипе тӗллевлӗ вӗрентесси ҫинчен договор тӑвакан студентсем.

Вӗренӗр, анчах ӗҫ вырӑнӗ сире кӗтет!
Вӗренӗр, анчах ӗҫ вырӑнӗ сире кӗтет!

Профессионалитет - 9 класс пӗтерекенсем валли колледжсенчи вӗренӳ программи, вӑл пысӑк квалификациллӗ специалист пулма май парать.
Программа ҫинчен мӗн пӗлмелле?
Тӳлевсӗр вӗрентӳ.
Вӗренме кӗмелли экзаменсем ҫук.
Вӗренме кӗме - аттестатăн вӑтам балл никӗсӗпе.
Вӗренӳ срокӗ икӗ ҫул таран рабочи специальноҫӗсем валли тата виҫӗ ҫулччен — ытларах технологиллӗ специальноҫсем валли чакать. Практикӑна 50% вӑхӑт уйӑраҫҫӗ, ытларах вӑл производствӑри чӑн ӗҫ условийӗсенче иртет.
Приоритетра - предприятипе тӗллевлӗ вӗрентесси ҫинчен договор тӑвакан студентсем. Ҫакна вĕренме кĕмелли кампани вӑхӑтӗнче тума пулать.
Пушкӑртстанра "Профессионалитет" программӑна 19 колледж хутшӑнать:
– Уфари машина тӑвакан колледж https://umkufa.ru/
– Туймазăри индустри колледжӗ http://tit-rb.ru/
– Нефтекамскри машинӑсем тӑвакан колледж http://www.nmt.edu.ru/
– Ишимбайри нефть колледжӗ http://www.ishnk.ru/
– Стерлитамакри химипе технологи колледжӗ http://www.sxtk.ru/
– Стерлитамакри политтехника колледжӗ https://str-spc.ru/
– Учалари ту промышленноҫӗн колледжӗ https://укгп.рф/
– Кумертаури ту колледжӗ http://kumgk.ru/
– Белорецкри металлурги колледжӗ https://rentiks2.wixsite.com/belcol
– Сибайри строительствӑпа сервис колледжӗ https://сксс.рф/
– Акъярти И. Тасимов ячӗллӗ ту колледжӗ http://agk102.ru/
– Сибайри професси колледжӗ https://sibaipolitech.ucoz.ru/
– Октябрьскинчи С.И. Кувыкин ячĕллĕ нефть колледжӗ http://www.onk-rb.ru/
– Нефтекамскри нефть колледжӗ http://www.nnkinfo.ru/
– Белебейри гуманитарипе техника колледжӗ http://www.fgoubmst.ru/
– Мелеузри индустри колледжӗ https://mic.siteedu.ru/
– Благовещенскри нумай профильлӗ професси колледжӗ http://bpgt-edu.ucoz.ru/
– Салаватри индустри колледжӗ https://salinc.ru/
– Уфари топливӑпа энергетика колледжӗ https://uecoll.ru/
Заявление Госуслуги урлӑ 2023 çулхи июнĕн 20-мĕшĕччен пама юрать https://vk.cc/cl2BFJ
Проект ҫинчен ытларах - япроф.рф
МИХ социаллă сетьри страницинчен.
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан

 

Вӗренӗр, анчах ӗҫ вырӑнӗ сире кӗтет!
Вӗренӗр, анчах ӗҫ вырӑнӗ сире кӗтет!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: