Пушкӑрт Республикинче "Малтисен юхӑмӗ" ачасемпе ҫамрӑксен (РДДМ) Раҫҫей юхӑмӗн уйрӑмӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Пирӗн республика ҫакӑн пек уйрăмсем уçăлассипе пӗрремӗш регионсенчен пӗри пулса тӑнă. 2022 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче пӗрремӗш уйрăмсене Чесноковка ялӗнче "Спутник" вӗренӳ центрӗн базинче тата Уфари радиоэлектроника колледжӗнче йӗркеленӗ.
Регионти Çутĕç министерствин пресс-службин информацийӗ тӑрӑх, январь уйӑхӗ вӗҫлениччен республикӑри вӗренӳ организацийӗсемпе ҫамрӑксен политикин учрежденийӗсем РДДМ речӗсене тултарӗҫ.
Кун пирки РДДМ регионти уйрӑмӗн канашӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Лару вӑхӑтӗнче канаш членӗсем РДДМ-ра "Малтисен юхӑмӗ" ачасемпе ҫамрӑксен общество организацийӗсен пӗрлешӳллӗ ӗҫ-хӗлӗн модельне туса хатӗрлессине сӳтсе явнă.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-01-26/v-bashkirii-otkryvayutsya-otdeleniya-rossiyskogo-dvizheniya-detey-i-molodyozhi-dvizhenie-pervyh-3119750
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Çутĕç министерстви.