Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
9 Нарӑсӑн 2023, 15:30

Ҫывӑх ҫыннисем СВО зонинче службӑра тӑракан студентсене лару-тӑру центрӗ пулӑшӗ

Организацие Пушкӑртстанри аслӑ шкулсен совечӗн йышӑнӑвӗпе йӗркеленӗ.

Пушкӑртстанра студентсене, вĕсен çывăх çыннисем ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче служба иртеççĕ пулсан, пулӑшмалли сетьри Лару-тӑру центрӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Мифтахетдин Акмулла ячӗллӗ БГПУ ректорĕ Салават Сагитов каланӑ тӑрӑх, сӑмах пурлӑх пулӑшӑвӗ ҫинчен те, аслӑ шкулсем паракан тӗрлӗ социаллӑ пулӑшу мерисем ҫинчен те пырать. Сӑмахран, ку юридика тата психологи пулӑшӑвӗ.
- Сетьри Лару-тӑру центрӗ пире мӗнпур аслӑ шкулсен вӑйне пӗрлештерме тата мобилизациленисен ҫемйисене кирлӗ пулӑшу илме ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе пӗрлехи "кĕмелли точка" тума май парать, - палӑртнă Салават Сагитов.
Сетьри Лару-тӑрӑва пӗрлехи телефонпа 8 (800) 550-67-01 9.00 сехетрен пуҫласа 17.00 сехетчен шăнкăравлама пулать.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-02-08/studentam-chi-blizkie-prohodyat-sluzhbu-v-zone-svo-pomozhet-situatsionnyy-tsentr-3134503

Сӑнӳкерчӗкĕ: социаллă сетьсем.

Ҫывӑх ҫыннисем СВО зонинче службӑра тӑракан студентсене лару-тӑру центрӗ пулӑшӗ
Ҫывӑх ҫыннисем СВО зонинче службӑра тӑракан студентсене лару-тӑру центрӗ пулӑшӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: