Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
18 Нарӑсӑн 2023, 15:00

Шкул ачисем хăйсен прависене тата тивĕçĕсене аса илнĕ

"Хӑвӑн правуна пӗл, тивӗҫне ан ман" ӑс-хакӑлпа право вӑййи иртнĕ.

Шкул ачисем хăйсен прависене тата тивĕçĕсене аса илнĕ
Шкул ачисем хăйсен прависене тата тивĕçĕсене аса илнĕ

Пишпÿлекри Ача-пӑча библиотекин ӗҫченĕсем Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 2 класра (класс ертӳҫи А.Р. Фаридунова) "Хӑвӑн правуна пӗл, тивӗҫне ан ман" ӑс-хакӑлпа право вӑййи ирттернӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем Ача прависем ҫинчен конвенцире ҫырнӑ тӗп правасемпе тата тивӗҫсемпе паллашнӑ кӑна мар, вӗсемпе пурнӑҫра усӑ курма та вӗреннӗ. Вӗренекенсем тӗрлӗ право лару-тӑрӑвӗнче пулнă, кашни ҫыннӑн право пуррине, анчах вӗсемпе ытти ҫынсен прависене пӑсман чухне ҫеҫ усӑ курма пулать иккенне ӑнланнă. Малалла ачасем пултарулӑх ӗҫне тытӑннă. Тӗрлӗ тӗслӗ хутран вӗсем хӑйсен ывӑҫ тупанӗсене касса, вӗсене "хӗвел пайӑркисем" тунă, ку вӑл ачасен прависене пӗлтерет. Мероприяти вӗҫӗнче библиотекарь ачасене хӑйсен прависене яланах пӑхӑнса тӑма, хӑйсен тивӗҫӗсем ҫинчен хӑйсем ан манччӑр тесе суннӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Шкул ачисем хăйсен прависене тата тивĕçĕсене аса илнĕ
Шкул ачисем хăйсен прависене тата тивĕçĕсене аса илнĕ
Шкул ачисем хăйсен прависене тата тивĕçĕсене аса илнĕ
Шкул ачисем хăйсен прависене тата тивĕçĕсене аса илнĕ
Шкул ачисем хăйсен прависене тата тивĕçĕсене аса илнĕ
Шкул ачисем хăйсен прависене тата тивĕçĕсене аса илнĕ
Шкул ачисем хăйсен прависене тата тивĕçĕсене аса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: