Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Çамрăк ăру
22 Нарӑсӑн 2023, 09:20

Стройпа юрӑ смотрӗ иртнĕ

Халӗ ҫамрӑксене ҫарпа патриот тата гражданла воспитани памалли пуян йӑла-йӗркесене ҫӗнетни нихҫанхинчен те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Стройпа юрӑ смотрӗ иртнĕ
Стройпа юрӑ смотрӗ иртнĕ

Халӗ ҫамрӑксене ҫарпа патриот тата гражданла воспитани памалли пуян йӑла-йӗркесене ҫӗнетни нихҫанхинчен те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах патриотизма ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратсан Раҫҫей патшалӑхӗн аслӑлӑхӗ патне тухӑҫлӑрах пыма пулать вӗт. Вӗренӗвӗн чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрсенчен пӗри -гражданинăн - Тӑван çӗршыв патриочӗн, мирлӗ тата вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӑйӗн гражданла тата Конституци тивӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама пултаракан ҫамрӑк ҫыннӑн пахалӑхӗсене йӗркелесси тата аталантарасси пулса тӑрать. Строй вӗрентĕвĕ дисциплинӑлать, ӗҫе туллин пурнӑҫлама, йӗркелӗхе, тирпейлӗхе, стройри пек йӗркеллӗ пулма вӗрентет, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсен аслӑ класӗсенче вӗренекенсене Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче службӑна хатӗрлеме пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Февралӗн 20-мӗшӗнче, Пишпÿлекри 3-мӗш вăтам шкулта Ҫарпа патриотла воспитани парас уйӑхлăх шайĕнче, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçĕн кунне халалланӑ стройпа юрӑсен смотрӗ иртнӗ.

Конкуренци питӗ пысӑк пулнă. Отрядсем пурте хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнă. Командирсем хӑйсене питӗ лайӑх кӑтартнă, анчах вӗсене ҫӑмӑл пулман вӗт: вӗсем хӑйсемшӗн те, пӗтӗм класшӑн та яваплă. Ҫакна жюри хакланӑ. Хаклав критерийӗсем: строй дисциплини, строй приемӗсене пурнӑҫлани, строй утӑмӗ, тулашӗнчи сӑн-сӑпачӗ, командир ӗҫӗсем, юрра уҫҫӑн пурнӑҫлани. Мероприятин жюри палӑртнӑ тӑрӑх, классем пурте палӑртнӑ задачӑна лайӑх пурнӑҫланă. Ачасем пур командӑсене те шанчӑклӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, командирсем рапорт панă. Мероприяти пӗр сывламасӑр иртнӗ, анчах конкурс конкурс вĕт. Паллах, вӑйлисем ҫӗнтернĕ. Ҫак уяв мероприятийӗ пурне те лайӑх кӑмӑл-туйӑм, курӑм-туйӑмсен гамми тата патриотла кӑмӑл-туйӑмсен зарячӗ парнеленĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Стройпа юрӑ смотрӗ иртнĕ
Стройпа юрӑ смотрӗ иртнĕ
Стройпа юрӑ смотрӗ иртнĕ
Стройпа юрӑ смотрӗ иртнĕ
Стройпа юрӑ смотрӗ иртнĕ
Стройпа юрӑ смотрӗ иртнĕ
Стройпа юрӑ смотрӗ иртнĕ
Стройпа юрӑ смотрӗ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: