Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
7 Мартӑн 2023, 12:03

"Манӑн пурнӑҫ хаклӑхӗсем" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ

Ҫитӗнсе ҫитни - кирек мӗнле ҫыннăн та уйрӑлми пайӗ.

"Манӑн пурнӑҫ хаклӑхӗсем" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Манӑн пурнӑҫ хаклӑхӗсем" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ

Ҫитӗнсе ҫитни - кирек мӗнле ҫыннăн та уйрӑлми пайӗ. Шкул ҫулӗсенче кашни вĕренекенĕн хӑйӗн хаклӑхӗсем, тӗллевӗсем, интересӗсем йӗркеленеҫҫӗ. Уйрӑммӑн илсен, "Мӗнле пулмалла?" ыйту çине хурав тупаççĕ. Пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен тӗплӗн пӗлни уйрӑмах ҫамрӑк чухне, хӑй ҫинчен тата хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлани палӑрмаллах улшӑнса пынӑ чухне, ҫын ҫул суйласа илнӗ чухне кирлӗ.
Сухоречкăри вăтам шкулта çамрӑксемпе ĕçлекен специалист Г.Н. Габбасова 5 тата 6 класра вӗренекенсемпе "Манӑн пурнӑҫ хаклӑхӗсем" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ. Ачасем хӑйсен пурнӑҫӗнчи пӗчӗк опытран тӗслӗхсем илсе кӑтартнă. Хӑш-пӗр лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тӗрӗс тытмаллине сӳтсе явнӑ. Вӗренекенсем ҫапла шутлаççĕ: пурнӑҫ хаклӑхӗ вӑл - пирӗншӗн хаклӑ та хаклӑ япала, хăшĕн патне эпир пӗтӗм вӑя хурса талпăнатпăр.
#Сухоречка
#БижбулякскийРайон
#СоциальнаяАктивность
#классныйчас
#Моижизненныеценности
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

"Манӑн пурнӑҫ хаклӑхӗсем" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Манӑн пурнӑҫ хаклӑхӗсем" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Манӑн пурнӑҫ хаклӑхӗсем" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Манӑн пурнӑҫ хаклӑхӗсем" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
"Манӑн пурнӑҫ хаклӑхӗсем" темӑпа класс сехечĕ ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: