2023 ҫула Педагогпа наставник çулталӑкӗ тесе йышăннă. Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче писатель, ученӑй, учитель, литературовед, Раҫҫей педагогикин никӗслевҫисенчен пӗри Константин Дмитриевич Ушинский ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнӗ.
Ҫак асăну кунĕ шайӗнче Пишпӳлек тӗп библиотекин ӗҫченӗсем Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 7а тата 7б классем валли Ырлăх урокĕ ирттернӗ.
Библиотекарьсем аслӑ педагогӑн чи пӗлтерӗшлӗ ҫитӗнӗвӗсем, унӑн принципӗсемпе ҫӗнӗлӗхӗсем ҫинчен каласа панă. Вĕсем вӑл вӗрентекенсене кӑмӑл-сипет ҫутӗҫӗпе воспитани парас ыйтусем ҫине чи малтан тимлӗх уйӑрма пуҫлани, ачасене вырӑс чӗлхине пуҫламӑш вӗрентме малтанхи хрестоматисемпе пӗрремӗш учебниксене туса хатӗрлени çинчен каласа панă.
#нескучныеканикулы