Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
5 Апрелӗн 2023, 16:18

Ачаранах спортпа туслă

Сире те тепрехинче çавнашкал конкурссене хутшăнма чĕнетпĕр.

Ачаранах спортпа туслă
Ачаранах спортпа туслă

Йăлпăлакри Ирина Петрова пирки спортсменка, отличница тата илемпи тесе калама пулать.

Анатолий Мазгутовичпа София Маратовнан виçĕ ача, вĕсенчен кĕçĕнни — Ирина.

Мĕн ачаранах Ирина спортпа туслă, уйрăмах ăна волейбол илĕртет. Тен, çавăнпа та хальхи вăхăтра хĕр М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ илет. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти волейбол командин йышне те кĕнĕ вăл хăй вăхăтĕнче. (Сăмах май каласан, шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ пике). Ялти волейбол командинче ялан вылять.

Ирина пирĕн конкурс çĕнтерÿçи пулнине пĕлетĕр-ха, нумай пулмасть çĕнтерÿçĕн парнине патăмăр ăна. Сире те тепрехинче çавнашкал конкурссене хутшăнма чĕнетпĕр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ирина Петрован çемье архивĕнчен.

 

Ачаранах спортпа туслă
Ачаранах спортпа туслă
Ачаранах спортпа туслă
Ачаранах спортпа туслă
Ачаранах спортпа туслă
Ачаранах спортпа туслă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: