Пӗтӗм Раҫҫейри ӑс-хакӑл вӑййи теветкеллӗх: ӑс-хакӑл, интуици, хӑвӑртлӑх, "космос" команда
Ӑс-хакӑл вӑййи виçĕ блокран тӑнӑ: "Космос уй-хирĕсем", "Космос ҫывӑх та инҫе", "Космос сӑн-питӗнче". Вӑйӑра логикӑпа шухӑшлама пӗлни ҫеҫ мар, лайӑх интуици пурри те кирлӗ.
Вӑййа тăватă команда хутшӑннă: "Солнышки" (Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул), "Восток" (Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул), "Спутник" (Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкул) тата "Ракета" (Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕ).
Командӑсен пӗлӗтри ӳтсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравламалла, космонавтсен ячĕсене пĕлмелле, космос историйӗ ҫинчен каламалла пулнă.
Вӑйă вӗҫĕнчи пĕтемлетÿсем тăрăх вырӑнсене çапла пайланă: 1-мӗш вырӑна "Спутник" команда илнĕ, 2-мӗш вырӑна - "Восток" тата "Солнышки", 3-мӗш вырӑна "Ракета" йышӑннă. Командӑсене пурне те дипломсемпе наградӑланӑ.
#РеспубликаБашкортостан #МОБУСОШ2#Бижбуляк
#НавигаторыДетства #Росдетцентр #НавигаторыДетстваРБ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.