

Майӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен шкул ачисем виҫӗ номинацире хӑйсен пултарулӑх ӗҫӗсене: шкул театрӗ, вокал, ташă - халăх умне кӑларма пултараҫҫӗ.
2023 ҫулхи майăн 1-мӗшӗнче "Шкул ачисемшӗн культура" проект шайӗнче ҫулленхи патриот акцийĕ "Чӗресен летопиҫĕ" проект стартлать, ăна кӑҫал Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи сцена искусствине халалланӑ.
Пирӗн ҫӗршывӑн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫи вӑхӑтӗнче театрсем фронтри бригадӑсем тунӑ, ҫар нушисем валли укҫа-тенкӗ пухнӑ, тылра ӗҫлекенсен ăс-тăнпа чун-хавалне çĕклеме пулӑшнӑ.
Акци шайӗнче театр искусстви мӗнле пурӑнма пулӑшни ҫинчен, театрсем хӑйсемех вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче мӗнле пурӑнни ҫинчен видеороликсем хатӗрленӗ.
Майӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен шкул ачисене виҫӗ номинацире хӑйсен пултарулӑх ӗҫӗсене кӑларма сӗнӗҫ: шкул театрӗ (Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ темипе сцена е спектакль), вокал (вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсем), ташӑ (ҫарпа патриотла тематика) #9маякдш хештегпа "ВКонтакте" социаллӑ сетьре кӑларма сӗнӗҫ.
Чи лайӑх вӑтӑр ӗҫ «Культурадляшкольников.РФ», порталӗнче пичетленӗҫ, вӗсен авторӗсене проектран панӑ сертификатсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе паллӑ тӑвӗҫ.
https://ufimnivy.ru/articles/obshchestvo/2023-04-28/1-maya-startuet-ezhegodnaya-patrioticheskaya-aktsiya-letopis-serdets-3237751