

Раҫҫейпе Беларуҫ регионӗсен X юбилейлă Форумӗ июнӗн 26-28-мӗшӗсенче Уфара иртӗ. Ӑна йӗркелеме ҫӗршыври мӗнпур регионтан 880 ытла волонтер явӑҫтарма палӑртнӑ. Доброволецсен шучӗпе пулӑм республикӑри чи пысӑк ӗҫсенчен пӗри пулса тӑрать.
— Волонтерсем кирек мӗнле пысӑк мероприятин те пӗлтерӗшлӗ тата уйрӑлми пайӗ пулса тӑраҫҫӗ. Эпир июнӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен форума хатӗрлеме тата ирттерме тивнӗ 800 ытла доброволеца явӑҫтарма палӑртатпӑр. Вӗсем форумӑн ӗҫлӗ тата культура программи шайӗнче тӗп мероприятисене хутшӑнӗҫ", — палӑртнă Пушкӑрт Республикин тулаш экономика ҫыхӑнӑвӗсен тата конгресс ӗҫ-хӗлӗн министрӗ Маргарита Болычева.
Суйлава ӑнӑҫлӑ иртнӗ доброволецсене тӳлевсӗр апат-ҫимӗҫ, хӑтлӑ тата хальхи экипировка, пурнӑҫпа сывлӑх страхованийӗ, хула тӑрӑх трансферпа тивӗҫтерӗҫ, ют ҫӗршыв волонтерӗсем валли вара вырнаҫтармалли вырăнсене палӑртнӑ. Форумри доброволецсем пурте вӗренме пуҫлӗҫ, тав ҫырӑвӗсемпе волонтер сехечӗсене илӗҫ.
Волонтер пулас тата Раҫҫейпе Беларуҫ регионӗсен X Форумне ирттерес ӗҫе хастар хутшӑнас тесен майӑн 28-мӗшӗччен ссылкăпа (https://dobro.ru/event/10327961)
регистраци иртмелле.
Тӗплӗнрех информаци илме, ҫавӑн пекех пулса иртекен ҫӗнӗ хыпарсене волонтер корпусӗн операторӗн ВКонтакте социаллӑ сетӗнче сӑнама пулать.
https://pravitelstvorb.ru/news/20843/