

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта Раççей ОМВД Пишпÿлек районӗнчи ГИБДД инспекторӗ М.В. Вдовин профилактика калаҫăвĕ ирттернӗ. Автоинспектор çамрӑк ӑрӑва Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе мототранспорта тытса пыма май паракан условисем ҫинчен каласа панă.
Ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен тӗп сӑлтавӗсем мотоциклистсем хутшӑннипе хӑвӑртлăх режимне, маневрсене пӑсни тата иртсе ҫӳрекен тĕрĕс мар вырăнсенче вырнаҫни.
Шкулти учительсемпе ĕçченсем мошенниксен ӗҫӗсен анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗсемпе схемисем ҫинчен пӗлнĕ. Полици сотрудникӗ банк карттисене ытти ҫынсене пама юраманни ҫинчен ӑнлантарса панă. Ҫавӑн пекех полицие шанчӑксӑр шӑнкӑравсемпе иккӗлентерекен ҫынсем ҫинчен пӗлтерме ыйтнă.
Преподавательсем усӑллӑ информацишӗн тав тунă, уйрӑмах, юлашки вӑхӑтра мошенниксем ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курнине шута илсе, вӗренекенсене хăйсем мĕн пĕлнине каласа пама шантарнă.
Кун пек калаҫусемпе лекцисене полицейскисем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.