Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
15 Майӑн 2023, 11:55

Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмĕсемпе паллашнă

Малтисен юхӑмӗ — тӗлӗнмелле пулӑмсен, интереслӗ мероприятисемпе проектсен чӑн-чӑн калейдоскопӗ.

Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмĕсемпе паллашнă
Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмĕсемпе паллашнă

Ача-пӑча пӗрлешӗвӗсем ҫинчен пĕлÿ йӗркелес тата "Малтисен юхӑмӗ" Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмĕн ӗҫне явӑҫтарас тесе Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти Ӳсӗм точки центр базинче 7б класра заняти иртнĕ.

Занятире ачасем ача-пӑча пӗрлешӗвӗсем ҫинчен видеороликсем пӑхнă, ача-пӑча пӗрлешӗвӗсем мӗнле майсем панине сӳтсе явнă. Класс сехечĕ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн класс ертӳҫи ачасене паян хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма, аталантарма тата хамӑр ҫӗршывӑн отраслӗпе сферине шута илмесӗр пур ӗҫе те хутшӑнма майсем пурри ҫинчен ӑнлантарса панă.

Малтисен юхӑмӗ — тӗлӗнмелле пулӑмсен, интереслӗ мероприятисемпе проектсен чӑн-чӑн калейдоскопӗ.

#нацпроектыБашкортостана#ТочкаРостаРБ#Бижбуляк2школа

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмĕсемпе паллашнă
Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмĕсемпе паллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: