Пӗтӗм тӗнчипе алӗҫ ӗҫӗпе интересленни ӳсет. Модăра паян хӑй аллипе тунӑ тата илемлетнӗ япаласем.
Виҫҫӗмӗш класра ҫеҫ вӗренекен пӗр хӗрача ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа парас тетӗп. Аделина Нугуманова, ҫамрӑк пулин те, ротангран кашпо явма хӑтланса пӑхать. Унăн хăй аллипе тунӑ пилӗк изделирен те ытларах. Ку ӗҫе Аделина Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулта учительте ĕçлекен Динара Ринатовна амӑшӗнчен вӗреннӗ. Ӑратлӑ йытӑ ҫинчен ӗмӗтленсе, вӑл карҫынккасем авать. Шкулта та хӑйпе пӗр класра вӗренекен ачасенчен юлмасть, "4" тата "5" паллăсемпе ҫеҫ вӗренет, унсӑр пуҫне Ача-пӑча искусство шкулӗнче вокала вĕренет, ташӑсемпе интересленет. Юратнӑ ӗҫе ытларах тӑвас тесе, ҫамрӑк ал ӑсти ҫуллахи каникула чӑтӑмсӑр кӗтет.
Лейла ГУМЕРОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Лейла ГУМЕРОВА