Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
22 Майӑн 2023, 12:15

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă

Вӑйӑ итогӗсем тӑрӑх пирӗн команда "Визит карточки" номинацире 3-мĕш вырӑн йышӑннă.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Стерлибашри "Орленок" ачасен сиплев лагерӗнче юнармеецсен ҫарпа спорт вӑййи "Зарница Атӑлҫи" зона тапхӑрӗ иртнӗ. Унта ултă район хутшӑннӑ: Стерлибаш, Федоровка, Давлекан, Альшей, Пелепей тата Пишпÿлек. Пирӗн район чысне Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем — физкультура учителӗ А.Г. Васильев тата директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителӗ Н.Г. Николаева ертсе пынипе хÿтĕленĕ. Командӑсем "Визит карточки" конкурса, ялавсем ҫине тӳремлӗх, автомата салатасси тата пуҫтарасси, стройра хатӗрленесси, ҫарпа истори викторини, пневматика винтовкинчен пересси, ОБЖ (ОЗК) ӑмӑртӑвӗнче, вӑй гимнастикинче, 60 метр чупассинче, 1 км (хӗрсем), 2 км (каччăсем) чупассинче, граната ывӑтассинче ăмăртнӑ. Вӑйӑ питӗ туслӑ та йӗркеллӗ иртнӗ. Хутшӑнакансенчен кашниех паян чӑнах та — "Пӗри пуриншӗн те, пурте пӗриншӗн" пулнине ӑнланнӑ. Пур командӑсем те тапхăрсене тивӗҫлĕ иртнĕ. Пӗри - пĕринче чи лайӑххи, тепри – тепринче пулнă. Пирӗн команда тивӗҫлипе тухнă та нумай эмоципе пӗлӳ илнӗ.

Вӑйӑ итогӗсем тӑрӑх пирӗн команда "Визит карточки" номинацире 3-мĕш вырӑн йышӑннă, ӑна кубокпа тата грамотӑпа наградӑланă. Саламлатпӑр, ачасене! Эсир пысӑк маттурсем! Малашнехи ҫитӗнӳсем сире!

#Бижбуляк2школа

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Тĕплĕнрех: https://vk.com/bssh2

 

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн юнармеецĕсем ҫарпа спорт вӑййине хутшăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: