Июлӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 29-мӗшӗччен Самара облаҫӗнче Мастрюков кӳллисен территорийӗнче федерацин Атӑлҫи округӗн «iВолга -2023" Ҫамрӑксен форумӗ пулать.
"iВолга" форума хутшӑнас тесен июнӗн 8-мӗшӗчен официаллӑ сайтра регистраци иртмелле https://ivolgaforum.ru/.
тата «Росмолодежь.События" платформа ҫинче https://events.myrosmol.ru/events/ivolga2023.
Форумӑн тӗп тематики – "Событисене йӗркелесси". Программа сакăр вӗренӳ сменипе виçĕ ятарлӑ трексемпе тренинг занятийӗсем ирттерме, ҫамрӑксен проекчӗсен конкурсӗ, наука тата практика конференцийӗсем, лекцисемпе мастер-классем, ҫавра сӗтелсем, куравсемпе фестивальсем, тӗрлӗ ӑмӑртусемпе турнирсем, экспертсемпе, дискуссипе тӗлпулусем, ҫавӑн пекех культурӑпа кану тата спорт-туризм мероприятийӗсем ирттерме палӑртать.
Унсӑр пуҫне кӑҫал округри организаторсен командине йӗркелесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнă: федерацин Атӑлҫи округӗнчи кашни региона пӗр е темиҫе тренинг смени, спецтрексем тата округри активлӑхсем хатӗрлессине ҫирӗплетнӗ.
Программа шайӗнче профильлӗ сакăр смена пурнӑҫланать. Пушкӑрт Республикине "Воспитани мастерӗ" сменӑна ҫирӗплетнӗ, вӑл ҫамрӑк педагогсемпе вӗрентекенсене, аслӑ шкулсене тата шкул ачисемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫлеме вӗрентмелли форматсене пухать.
Форум резиденчӗсем Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ субъекчӗсенчен 18 ҫултан пуҫласа 35 ҫула ҫитнисем пулма пултараҫҫӗ. https://zianzori.ru/news/obshchestvo/2023-06-06/aktivnuyu-molodezh-priglashayut-prinyat-uchastie-v-molodezhnom-forume-pfo-ivolga-3290183