Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
13 Июнӗн 2023, 13:51

Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Радуга" кăнтăрла пулмалли сывлӑх лагерь уҫӑлнă.

Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!
Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!

Ҫулла – вӑйӑсемпе йӑпану вӑхӑчӗ, вӗренӳ ҫулӗнче пухӑнса ҫитнӗ йывăрлăхсенчен хăтăласси, сывлӑха юсасси. Июнӗн 7-мӗшӗнче Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта "Радуга" кăнтăрла пулмалли сывлӑх лагерь уҫӑлнă. Ачасем праҫник атмосферине пуҫӗпех путса чӑн-чӑн тӗлӗнмелле ӗҫсене хутшӑннӑ тапхӑр ку. Лагерь сменин тулăх программи вӗренекенсен асĕнче нумайлӑха юлӗ, мӗншӗн тесен позитивлӑ эмоцисем нумай парнелĕ. Ачасене тӗлӗнмелле мыскарасем, манӑҫми тӗлпулусем, тӗлӗнмелле тӗрӗслевсем кӗтеҫҫӗ.

Ҫулла — тӗлӗнмелле вӑхӑт! Уйрӑмах, кашни кун интереслӗ событисемпе тулли, хӑйӗн тусӗсемпе пӗрле пулсан. Ҫуллахи каникулран ытларах ачасемпе ҫитӗннисемшӗн телейлӗ вӑхӑт ҫук пулӗ. Ачасене кӑсӑклӑрах, туллирех, ача-пӑча ÿт-пÿ, ӑс-хакӑл тата экологи аталанӑвӗшӗн усӑллӑрах кану тума шкулти ҫуллахи лагерь программи палӑртнӑ. Пирӗн шкул территорийӗнче иртенпех музыка янӑрать, ача-пӑча кулли илтĕнет. Воспитательсемпе пӗрле ачасем отряд ячӗсене, девизсене шухӑшласа кӑларнӑ, хӑйсен отряд кӗтесӗсене йӗркеленӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницичен.

https://vk.com/club206548118

 

 

 

 

 

Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!
Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!
Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!
Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!
Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!
Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!
Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!
Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!
Хӗвеллӗ кунсене кӗтсе илме!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: