+3 °С
Уҫҫӑнах
Хушăлкари ял библиотекинче ачасем валли "Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» интеллектуаллă вӑйă ирттернӗ. Унта хутшӑнакансем чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксен пурнӑҫӗнчи ыйтусене, вырӑс патшалӑхӗн историйӗнчи хуравсене шыранӑ. Кроссвордсемпе ребуссем тавҫӑрса илнӗ. Заданисене татса парас тӗлӗшпе ачасем хӑйсен хӑвӑртлӑхне, логикине тата тавҫӑрулӑхне палӑртнă. Вӑйӑ пĕлÿллĕ та интереслӗ иртнӗ. Пурне те тутлӑ призсем панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.