Ҫамрӑксен кунĕнче планетӑри мӗнпур ҫамрӑк ҫыншӑн чи лайӑх пуласлӑх тивӗҫтермелли прависене хисеплеме чӗнеҫҫӗ. Асӑннӑ уяв Раҫҫейре 1993 ҫулта ҫуралнӑ. Ун чухне уява кашни ҫулах пӗр кунра паллӑ тунă - июнӗн 27-мӗшӗнче. Халӗ, 2023 ҫулта тата малалла та, уява июнӗн юлашки шӑматкунĕнче палӑртаҫҫӗ. 2023 ҫулта ку - июнӗн 24-мӗшӗ.
Хушăлкари вăтам шкулта шкул ҫумӗнчи участокра ӗҫленӗ хыҫҫӑн "Çамрӑксене паратӑн" йӑпану программи ирттернĕ. Ачасен ҫамрӑк ӑрӑвӑн чи лайӑх пахалӑхӗсене кӑтартма май пулнӑ. Чи малтан командăпа паллаштарасси пулнă. "Пукансем" конкурсра ачасем ҫаврӑнӑҫулӑхне кăтартнă. Малалла хутшӑнакансен сӗннӗ гардеробран модӑллӑ тум пухмалла, хӑйсен актерла пултарулӑхне кӑтартмалла, "Чи ҫивӗч статус" конкурсра миниатюрӑсем шухӑшласа кӑлармалла пулнă. Залра кулӑ, шӑв-шав янӑранă, савӑнӑҫ хуçланнă. Мероприятие ачасем хаваслансах "Ӳссе пыракан ташӑ" вӑйӑпа вӗҫленĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.