Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
22 Июнӗн 2023, 13:28

Уфара Раҫҫейпе Беларуҫ ҫамрӑкӗсен Форумӗ пулӗ

Июнӗн 24-мӗшӗнче Уфара Раҫҫейпе Беларуç регионӗсен X юбилейлă Форумӗ умĕн Раҫҫей тата Беларуҫ ҫамрӑкӗсен Форумӗ пулать.

Уфара Раҫҫейпе Беларуҫ ҫамрӑкӗсен Форумӗ пулӗ
Уфара Раҫҫейпе Беларуҫ ҫамрӑкӗсен Форумӗ пулӗ

Июнӗн 24-мӗшӗнче Уфара Раҫҫейпе Беларуç регионӗсен X юбилейлă Форумӗ умĕн Раҫҫей тата Беларуҫ ҫамрӑкӗсен Форумӗ пулать, вӑл 18 ҫултан пуҫласа 35 ҫула ҫитичченхи 500 ҫамрӑк ҫынна пӗрлештерет.
Форума Пушкӑрт Республикинчи ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗпе пӗрле Федерацин ҫамрӑксен ӗҫӗпе ӗҫлекен агентстви тата Беларуҫ Республикинчи вӗренӳ министерствипе пĕрле Беларуç ҫамрӑкӗсен республикӑри союзӗ йӗркелет.

— Паян Раҫҫейпе Беларуç Республики хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусем – пирӗн пӗрлехи ҫӗршывсен историйӗ тата хальхи тухӑҫлӑ коммуникаци. Ҫак пӗрлӗхре пирӗн ҫамрӑксен прогрессивлӑ идейисем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Коммуникаци площадкисем тата перӗнӳ точкисем туса, эпир пӗрлехи ҫӗнӗ проектсен генерацийӗ валли никӗс хыватпӑр. Форумра студентсем, ялти тата пултарулӑх ҫамрӑкӗсен представителӗсем, ҫамрӑк ученӑйсем, ҫарпа патриотла клубсемпе юхăмсене хутшӑнакансем хӑйсен платформи шайӗнче ӗҫлӗҫ. Ку вӑл ҫамрӑксен сферинчи пӗтӗм тӗнчери сотрудниксен пӗрлешӗвӗн ҫӗнӗ векторне аталантарма питӗ лайӑх площадка, - каласа панă Пушкӑрт Республикинчи ҫамрӑксен политикин председателӗ Яна Гайдук.

Форум программи тӑватӑ енӗпе иртет: ҫамрӑксемшӗн агропромышленноҫ комплексӗпе ял территорийӗсем, патриотла пӗрлешӳсем, ҫамрӑксен организацийӗсем, ачасемпе студентсен пӗрлешӗвӗсен пултарулӑх лидерӗсем, студентсен отрячӗсемпе ӗҫ ҫамрӑкӗсен представителӗсем. Мероприятисен шайӗнче ҫавӑн пекех Уфа - Брест - Минск Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен телемостне тата Раҫҫейпе Беларуç ҫамрӑкĕсен пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес ыйтусем енӗпе стратегилле сессисене палӑртнӑ.

Форумӑн усӑллӑ тата кану программин пайӗнче хутшӑнакансем Пӗтӗм Раҫҫейри "ПРОФфест" профессисен ярмăрккине, республикӑри Çар мухтавĕн музейне пырса курӗҫ, Ҫӗнтерӳ паркӗнчи ӗмӗрхи вутпа мемориалсене чечек хурас ӗҫе хутшӑнса Çамрӑксен кунне пӗрле уявлӗҫ.

https://pravitelstvorb.ru/news/21227/

 

https://svetput.ru/news/common_material/2023-06-21/v-ufe-sostoitsya-forum-molodezhi-rossii-i-belarusi-3309238

 

 

Уфара Раҫҫейпе Беларуҫ ҫамрӑкӗсен Форумӗ пулӗ
Уфара Раҫҫейпе Беларуҫ ҫамрӑкӗсен Форумӗ пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: