Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
5 Июлӗн 2023, 10:42

Пĕчĕк Тӑван ҫӗршывӑн чи лайӑх вырӑнӗсене ҫитсе курнă

Ҫанталӑк аван, кӑмӑл-туйӑм ҫутҫанталӑкпа килӗшсе лайӑх каннин никӗсӗ!

Пĕчĕк Тӑван ҫӗршывӑн чи лайӑх вырӑнӗсене ҫитсе курнă
Пĕчĕк Тӑван ҫӗршывӑн чи лайӑх вырӑнӗсене ҫитсе курнă

Походсемсӗр, экскурсисӗр, шыв тăрăх юхмасӑр, лагерьсемсӗр мĕнле çулла иртет, паллах, пирӗн ачасемшӗн кану тата сывлӑхӑн чи лайӑх тӗсӗсем шӑпах ҫуллахи тапхӑрта иртеҫҫӗ пулӗ. Пишпÿлекри Ача-пăча пултарулăх центрĕнчи ачасен ушкӑнӗ Ирина Набиуллина ертсе пынипе

пирӗн пĕчĕк тӑван ҫӗршывӑн чи лайӑх вырӑнӗсене ҫитсе курнă. Маршрутăн пӗрремӗш точки - Хушăлка ҫывӑхӗнчи Иван манахӑн ҫӑлкуҫӗ. Кӑвайт ҫинче тутлӑ плов хатӗрлесе, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ хыҫҫӑн, ачасем таса шывра шыва кӗнĕ те хӑватлӑ Ҫӗнӗ Биктяш патне маршрутӑн иккӗмӗш точкине кайнă, унтан кӑшт ҫӳлерех хӑпарса ҫӗнӗ объект – аулияпа паллашнă. Унтан, паллах, Кĕтерне кӗперне ҫитсе курнă, унтах кӑнтӑрлана канма чарӑннă. Маршрутӑн юлашки точки -Ситекпуçĕнчи «Радужная» форель ферми. Ҫанталӑк аван, кӑмӑл-туйӑм ҫутҫанталӑкпа килӗшсе лайӑх каннин никӗсӗ!

Санÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социалла сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/club144264663

 

Пĕчĕк Тӑван ҫӗршывӑн чи лайӑх вырӑнӗсене ҫитсе курнă
Пĕчĕк Тӑван ҫӗршывӑн чи лайӑх вырӑнӗсене ҫитсе курнă
Пĕчĕк Тӑван ҫӗршывӑн чи лайӑх вырӑнӗсене ҫитсе курнă
Пĕчĕк Тӑван ҫӗршывӑн чи лайӑх вырӑнӗсене ҫитсе курнă
Пĕчĕк Тӑван ҫӗршывӑн чи лайӑх вырӑнӗсене ҫитсе курнă
Пĕчĕк Тӑван ҫӗршывӑн чи лайӑх вырӑнӗсене ҫитсе курнă
Пĕчĕк Тӑван ҫӗршывӑн чи лайӑх вырӑнӗсене ҫитсе курнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: