Ҫулла вӑл - хаваслӑ йӑпану, вăйăсем, уҫӑ сывлӑшра уявсем ирттермелли вӑхӑт. Ҫуллахи нумай уявсенчен пӗри супӑнь хӑмписен уявӗ пулса тӑрать. Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн ачисем те супӑнь хӑмписем кӑларма питӗ юратаҫҫӗ! Педагогсем ачасемпе "Шыв тата супӑнь хӑмписемпе вылямалли кун" ирттернĕ. Савӑнӑҫлӑ клоунсем ачасем патне хӑнана пынӑ та вӗсемпе пӗрле супӑнь хӑмписем кӑларма сӗннӗ. Куҫса ҫӳрекен "Хӑмпӑ" вӑйӑ вылянă, "Супӑнь хӑмписем" калаҫу ирттернĕ, шывпа тата супӑньпе экспериментсем ирттернĕ. Ачасем савӑннă, кулнă, савӑнăçлă сиккеленĕ. Питӗ кӑмӑллӑ та телейлӗ. Супӑнь хӑмписем вӗсемшӗн асамлӑх вĕт!
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610