Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
24 Июлӗн 2023, 13:05

Хушăлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ

Ачасем илемлӗ те лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа авӑрланнă.

Хушăлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ
Хушăлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ

Ачасем валли Хушăлкари ял библиотекипе Культура çуртĕнче "Смешарики" ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ. Плащадка уçасси савӑнӑҫлӑ, интереслӗ те пĕлÿллĕ иртнӗ. Пӗрремӗш кун — "Ача чухнехи кун" — ачасем ӗҫ планӗпе, ӗҫ-хӗл ҫул-йӗрӗпе, ача-пӑча кану площадкин режимӗпе паллашнă. Хӑйсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упрас, хӑрушсӑрлӑхӑн тӗп правилисене пӑхӑнас тӗллевпе ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисем тӑрӑх инструктаж иртнӗ. Унтан "Шӗлепке" паллашу вăййи ирттернĕ. Тӗрлӗ хускануллӑ вӑйӑсем вылянă, ташӑ конкурсне хутшӑннă, юмахсен тупсӑмĕсене тупнă. Ачасем илемлӗ те лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа авӑрланнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club131542087

 

Хушăлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ
Хушăлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ
Хушăлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ
Хушăлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ
Хушăлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ
Хушăлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ
Хушăлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ
Хушăлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: